Илеме юратакан хӑй те илемленсе пырать

Патӑрьел районӗнчи Тикешре ҫуралса ӳснӗ Римма Акимова ҫамрӑкранпах Шупашкарта пурӑнать ӗнтӗ, анчах амӑшӗ ача чухнех ӑшне хывнӑ тирпейпе илем туйӑмӗ яланах чунӗнче.

Вӑл пахчинче ҫӗр-пин тӗрлӗ чечек ӳстерет, вӗсене тӗрре куҫарать.

Хальхи вӑхӑтра гектарӗпе ҫӗр илсе тем те пӗр акса ӳстерекен пур. Римма Акимовӑн вара пурӗ те 6 сотӑй кӑна, анчах унта ҫеҫкеленсе ларакан тӗрлӗ ӳсентӑрана курсан куҫ-пуҫ алчӑрать. "Ҫӗр ӗҫӗ пуҫ тайнине кӑмӑллать" тет те ӗҫчен хӗрарӑм юратнӑ йӑранӗсем умне пӗшкӗнет. Унӑн пахчи - илем утравӗ ҫеҫ мар, сӑнав лаптӑкӗ, тейӗн: кил хуҫи тӗнчен мӗнпур кӗтесӗнчен вӑрлӑх ҫырӑнса илет е хӑй ҫул ҫӳренӗ чухне туянса таврӑнать. Ҫулла пахчаҫӑ пулса пурӑнакан ӑста ҫанталӑк сивӗтсен тӗрӗҫӗ пулса каять те юратнӑ ҫеҫкесене пир ҫине куҫарать. Унӑн хула варринчи хваттерӗ - чӑн-чӑн галерея. 

 

Марина Карягина, Вадим Владимиров