Икӗ ентешӗн ырӑ ӗҫӗ тӑван халӑхӑн мухтавлӑ ҫыннисен ячӗсене вилӗмсӗрлетеҫҫӗ

Ҫак сӑваплӑ пулӑма халалласа Виктор Чугаров кинорежиссер документлӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна истори архивӗнче пахаларӗҫ. 

Виктор Чугаровӑн ҫӗнӗ фильмӗ Владимир Нагорнов скульпторпа Николай Угаслов меценатӑн пархатарлӑ ӗҫӗсемпе паллаштарать. Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ентешсем чылай ҫул пӗр тӗллевпе ҫирӗпленсе хамӑрӑн паттӑрсемпе улӑпсене палӑксем лартаҫҫӗ. Вӑл мухтавлӑ йышра халӗ 10 ытла ят: халӑха ҫутта кӑларакан Иван Яковлев, СССР авиаци промышленнӑҫӗн министрӗ пулнӑ Петр Дементьев, Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Семен Ислюков, Игорь Петриков Раҫҫей паттӑрӗ тата ыттисем те.

Документлӑ картина, чӑн та, чунлӑ пулса тухнӑ. Пултаруллӑ скульпторпа ӑна пулӑшса пыраканӑн асаилӳллӗ калаҫӑвӗнчен Виктор Александрович 27 минутлӑ ӑшӑ фильм пухнӑ. Унта кашни палӑкӑн историне уҫӑмлатнӑ, вӗсем мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа калӑпланнине кӑтартнӑ.

Николай Федоровичпа Владимир Порфирьевич ентешсем пурӑнакан чылай регионта палӑк лартнӑ. Вӑл шутра вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ пысӑк монументсем те пур. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Хуракассинче вӗсем 61-мӗш ҫулхи инкеке асӑнса "Хурланакан амӑшӗн" кӳлепине вырнаҫтарнӑ, часовня лартнӑ. Ҫавӑн пекех Николай Угаслов тӗрлӗ ҫӗрте чиркӳсем те хӑпартнӑ. Виктор Чугаров вара малтанласа Владимир Нагорнов ҫинчен фильм ӳкерме шутланӑ. 2014-мӗш ҫултанпа хӑйнеевӗр 5 сери хатӗрленӗ вӑл. Тӗп картина вара кӑҫал пулса пӗтмелле.

Ҫӗнӗ ӗҫе пахаланӑ май фильмри тӗп сӑнарсем те ҫӗнӗ ӗмӗтпе, ырӑ тӗллевсемпе хавхаланнине палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра самана витӗмне кура чӑваш ҫӗрӗ ҫӗнӗ паттӑрсемпе пуянланчӗ. Вӗсен ырӑ ячӗсем те тивӗҫӗ тимлӗхе кӗтеҫҫӗ.

Алексей Енейкин