2001-мӗш ҫулта йӗркеленӗ управӑш 25 ҫул хушшинче палӑрмаллах улшӑннӑ. Культура объекчӗн аталанӑвне чылай ҫын хӑй тӳпине хывнӑ. Ҫурт реконструкцийӗн тата экспозици проекчӗн авторӗ - Чӑваш халӑх художникӗ Юрий Матросов.
Ҫулсерен музейпа 14 пин ытла ҫын паллашать. Вӑл шутра урӑх ҫӗршывсенчи туристсем те. Ку учреждени Раҫҫейпе Китай культурине пӗтӗҫтерекен, Никита Бичурин ӗҫӗ-хӗлӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан тӗп вырӑн пулса тӑнӑ. Патшалӑх пулӑшнипе ҫулсерен музей ҫӗнелсе тата пуянланса пырать. Кӗҫех кунта ҫӗнӗ зал уҫма хатӗрленеҫҫӗ.
Чӗрӗк ӗмӗрхи юбилей ячӗпе курав йӗркеленӗ. Унта Китай ҫӗршывӗпе, Никита Бичурин пурнӑҫӗпе, чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштаракан экспонатсем вырӑн тупнӑ.
Ҫавӑн пекех музей ертӳҫин Ирина Удалован "Диалог веков" кӗнекине пахаларӗҫ. Унта Ирина Витальевна паллӑ востоковедӑн пурнӑҫне тӗпчесе тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ статйисене кӗртнӗ.
Музейӑн халӗ хӑйӗн гимнӗ те пур. Ӑна ятарласа юбилей тӗлне хатӗрленӗ. Сӑмахӗсене Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ Владимир Васильев ҫырнӑ. Кӗввине - Николай Андреев композитор. Юрлаканӗ - оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Иван Николаев. "Иакинф мӑнахӗ пирки юрӑ" хайлава хывиччен Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн тӗпченӗ.
Ҫавра ҫулпа саламсем Китай ҫӗршывӗнчен те ҫитнӗ. Пухӑннисем вара управӑша аталанса тата пуянланса пыма сунчӗҫ. Уяв ячӗпе музей ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансем валли сӑвӑ конкурсӗ йӗркеленӗ. Мала тухнисене дипломсемпе асӑнмалах парнесем парса чысларӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








