Икӗ ҫӗршыв хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетекен культура пулӑмӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗпе Беларуҫри Витебск районӗ Алексей Кокель ӳнерҫе халалласа пысӑк ӗҫсем ирттерме палӑртаҫҫӗ. 

Иртнӗ уйӑхра Мускаври "Раҫҫей" куравра ҫирӗплетнӗ ырӑ ӗҫсен ярӑмӗ Алексей Кокеле ҫуратса ӳстернӗ Турхан ялӗнчен пуҫланчӗ. Паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 144 ҫул ҫитнӗ май унӑн эткерлӗхне упракансем Кокель музейӗнче пухӑнчӗҫ. Унта "Вӗрентекенпе вӗренекен" ятпа халӑхсем хушшинчи ҫавра сӗтел иртрӗ. Патӑрьелсем видеокӗпер урлӑ Витебскри патшалӑх университечӗпе тата Илья Репин ячӗллӗ "Здравнёво" музей ҫурчӗпе ҫыхӑнчӗҫ.

Калаҫӑва Чӑваш патшалӑх тата педагогика университечӗсем хутшӑнчӗҫ. Видеоҫыхӑнӑва пысӑк тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗнчипех паллӑ сӑрӑ ӑсти Илья Ефимович Репин ҫуралнӑранпа кӑҫал 180 ҫул ҫитет. Алексей Кокель вара унӑн юратнӑ вӗренекенӗ пулнӑ. Сумлӑ художникӑн Беларуҫри мастерскойӗ шӑпах вӗсен туслӑхне упрать. Унта ӳнерпе музыка ӑстисем пӗрле тӗл пулса пултарулӑх лаҫҫи те йӗркеленӗ.

Халӗ вара аслӑ ӳнерҫӗсене халалласа Чӑваш Енпе Витебск тӑрӑхӗ ҫӗнӗ тӗллевсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Малтанах сӑнӳкерчӗксен конкурсӗпе куравӗ, унтан йӑлана кӗнӗ "Кокель плэнерӗсене" ылмашлӑ икӗ ҫӗршывра йӗркелесшӗн. Ку таранччен унта тӗрлӗ ҫӗршыври 191 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ.

Турханта халӗ икӗ галерея ӗҫлет. Сӑрӑллӑ ӗҫсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳссех пырать. Ҫакӑ пӗтӗмпех Кокель тивӗҫӗ. Ҫур ӗмӗр каялла вара ялта мухтавлӑ ентешӗ пирки сахал кам пӗлнӗ. Ун чухне шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ Валентин Сергеев Алексей Кокелӗн ырӑ ятне тавӑрас тесе пархатарлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ.

Репин сӗнӗвӗпе Харьковра ӗҫлеме пуҫлани Кокельшӗн ҫӑлӑнӑҫ пекех пулнӑ. Кайран вара, чылай ҫул иртсен унӑн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе турхансем ятарласа Украинӑна ҫитсе килме пултарнӑ. 

Алексей Афанасьевичӑн пултарулӑхне ҫитӗнекен ӑрура аталантарас тесе патӑрьелсем куллен сахал мар ӗҫ туса пыраҫҫӗ. Малашне унӑн пӗлтерӗшӗ тата та ӳсӗ. Видеокӗпере хутшӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлехи ӗҫсем пире пӗр-пӗрин йӑли-йӗркипе те туллинрех паллашма май параҫҫӗ. Сӑмах май, патӑрьелсем беларуҫсене кӑҫалхи Акатуйпа Сабантуя чӗнчӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗн уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗш тата 16-мӗш кунӗсенче иртмелле.

Витебсксем вара чӑвашсене тепӗр паллӑ пулӑма асӑнма йыхравларӗҫ. Кӑҫал Беларуҫе нимӗҫ фашисчӗсенчен тасатнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫак 10 уйӑха пынӑ хаяр ҫапӑҫусене хутшӑнса паянхи Патӑрьел, ун чухнехи Чкалов районӗнче ҫуралса ӳснӗ 70 ытла салтак-офицер пуҫ хунӑ. Паттӑрсемпе ҫыхӑннӑ информацие шыраса тупас ӗҫре те беларуҫсем кашнинех пулӑшма хатӗр. Ҫак туслӑ ҫыхӑну ячӗпе культура ҫуртӗнче патриотла уяв иртрӗ. Унта ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ ӑсчахсемпе вӗрентекенсем, культура ҫыннисем сӑмах илчӗҫ. Кокелӗн ырӑ ячӗпе хӗпӗртесе ял-йыша хавхалантарчӗҫ.

Сӑмах май, кӑҫал Раҫҫейри чи ватӑ пӗлӳ ҫурчӗсенчен пӗри - Турханти вӑтам шкул 180 ҫул тултарать. Ҫак пулӑм та мухтавлӑ ялӑн пултаруллӑ ывӑл-хӗрне ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе хӑпартлантарӗ.

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков