Хусанта Праски Витти ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Ӳнӗрҫӗ, график, монументалист... Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Праски Витти 88 ҫул тултарчӗ. Ҫуралнӑ кунне вӑл Хусанти хальхи искусство галерейинче "Аслӑ поэтсен юрату лирики" курав уҫса кӗтсе илчӗ. 

Хусанти музейран ҫитнӗ йыхрава Виталий Петровичӑн мӑнукӗсем хаваспах йышӑннӑ, кӳршӗ республикӑри специалистсемпе курав йӗркелесси пирки калаҫса татӑлнӑ. Экспозицие уҫни Праски Виттин Ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килни художникшӑн та, унӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакансемшӗн те парне пулчӗ. 

Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ сӑрӑ ӑсти малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан пӗлӗвне Ленинградри Мухина ячӗллӗ аслӑ училищере тарӑнлатнӑ. Пермь, Тольятти, Сызрань... Кирек епле хулара ӗҫлесе пурӑнсан та хӑй хыҫҫӑн мозаика, витраж, ытти меслетпе ӑсталанӑ произведенийӗсемпе культурӑра курӑмлӑ йӗр хӑварнӑ. Тӗрлӗ халӑх историйӗ, сӑмахлӑхӗ, поэзийӗ те ӑна яш чухнех хавхалану кӳнӗ.

"Аслӑ поэтсен юрату лирики" экспозици графика меслечӗпе ӳкернӗ 90 ытла ӗҫрен тӑрать. Ӑна эпир хӑнӑхнӑ куравсенчен тӗлӗнмелле уйӑраканни - тӗрлӗ халӑх поэзийӗпе ӳнер пӗрлешни. Перс, инди, грек, удмурт, тутар ҫыравҫисен художник чунне тивнӗ йӗркисем алла киҫтӗк тытма хистенӗ. Ҫавӑнпа Хусанти культура институтӗнчи Тунис, Гватемала, Туркмен ҫамрӑкӗсем те, курав залӗнче лӑк тулли пухӑннӑ ытти хӑна та картинӑсенче чуна ҫывӑххи тупрӗ.

Тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис хӑйӗн хайлавне тӗпе хурса ӳкернӗ картинӑпа паллашнӑ май Праски Виттин тарӑн шухӑшлавӗ, ӑста алли пач урӑх курӑмпа тӗлӗнтернине палӑртрӗ. Хусанти уява художникпа тахҫантанпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ ҫамрӑксем те, ӳнер ӗҫӗ туслаштарнӑ юлташӗсем те ҫитнӗ. 

88 ҫул тултарнӑ уяв хуҫине пухӑннисем ҫак асамлӑ хисеп пекех вӗҫсӗр-хӗрсӗр хавхалану та вӑй-хӑват сунчӗҫ. Виталий Петрович хӑй те яланхиллех мал ӗмӗтлӗ. 

Алиса Александрова, Святослав Петров