Христоса ӗненекенсем Чӑн Тӗн Ҫӗнтерӗвӗн уявне паллӑ турӗҫ

Ҫак кунпа Аслӑ типпӗн пӗрремӗш эрни вӗҫленет. Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче уяв кӗллине Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Савватий митрополит ертсе пычӗ. 

Ҫак кун 13 ӗмӗр каялла пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа аса илеҫҫӗ. 200 ҫула яхӑн Христос тӗнӗпе пурӑнакансем турӑшсем кирлӗ е кирлӗ мар тесе тупӑшнӑ. Хирӗҫ калаҫакансем чиркӳсенче нимӗнле ӳкерчӗк те, ҫветтуйсен ҫӗрмен ӳчӗсем те пулмалла мар тесе ҫирӗплетнӗ. Чиркӳ вӗрентӗвне хирӗҫлекен шухӑшсене Пӗтӗм тӗнчери 7-мӗш Пухура сивленӗ. Таса япаласене чиркӗве тавӑрнӑ. 9-мӗш ӗмӗрте Византире ҫак ятпа уяв туса хунӑ, каярахпа вӑл чылай анлӑрах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ. Хальхи саманара ҫак уяв – Христоса ӗненекенсем мӗн авалтан пуҫласа паянхи кунччен Чӑн Тӗн ытти суя вӗрентӳсене ҫӗнтернине паллӑ туни. Ҫав вӑхӑтрах ҫак кун ӗненӗве ҫирӗплетет, чиркӳ мӑнаҫлӑхне палӑртать. Тӗп чиркӳсенче Чӑн Тӗн Ҫӗнтерӗвӗн уйрӑм йӗркине ирттереҫҫӗ, ӑна архиерей ертсе пырать. Кӗлӗ вӑхӑтӗнче тӗне хӳтӗлекенсене тата ӗненӳпе пурӑнса леш тӗнчене кайнисене «Ӗмӗрлӗх канлӗх» сунса тата Христос тӗнӗпе пурӑнакансен ячӗпе «Нумай ҫул» сунакан кӗлӗ сӑмахӗсене юрлаҫҫӗ. 

 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина