Культура ҫуртне юсама тата тӗрлӗ хатӗр туянма 2021-мӗш ҫултанпа пурӗ 61 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Вӑл шутра кӑҫал 5 миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапа шыв тытӑмне, вут-ҫулӑм тухасран саппасра шыв тытмалли резервуарсене улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех видеосӑнав, пушар сигнализацине, вентиляци тытӑмне ҫӗнетнӗ. Урай юсанӑ, ытти строительство ӗҫӗсене тунӑ. Вырӑнти культура вучахне упракансем хӑнасене урамранах юрӑ-ташӑпа кӗтсе илеҫҫӗ.
Клуб тенине чылай чухне куракансен залӗпе, репетици тумалли пӳлӗмсемпе, хаваслӑ уявсемпе ҫыхӑнтаратпӑр. Хӗрлӗ Чутайри кермен вара концерт курма йыхравланипе ҫырлахмасть. Кунта пулас ҫӗвӗҫсене хатӗрлеҫҫӗ, спортпа туслисене те яланах хапӑл. Вӗсем валли уйрӑм зал. "Катюша" кинозал 2018-мӗш ҫултанпа куракансене йышӑнать. Фольклор, ал ӗҫ ӑстисен кружокӗсене ҫӳрекен те йышлӑ. Ку енӗпе, сӑмахран, Олег Николаев тата та анлӑрах ӗҫлеме сӗнчӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутайра ҫӗнӗ ӑру библиотеки те уҫӑлмалла. Ӑна йӗркелеме 10 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Унта кӗнекесем, техника, сӗтел-пукан туянмалла, вулавӑша хӑтлӑх, хальхи йышши сӑн-сӑпат кӳмелле.
Алиса Александрова, Юрий Марков