Ятлӑ-сумлӑ художниксене ялта час-час кураймӑн. Туканаша вара 15 ытла сӑрӑ ӑсти килсе ҫитнӗ - Чӑваш Енрен ҫеҫ мар, Тутарстанран та. Пленэр эрне ытла пынӑ. Ҫак вӑхӑтра хӑнасем ялти илемлӗ вырӑнсене пир ҫинче куҫарнӑ. Художниксем ҫут ҫанталӑк ҫине урӑх куҫпа пӑхаҫҫӗ тейӗн. Чечекре ларакан палана та сӑнласа ӗлкӗрмелле. Ку илемлӗхӗн ӗмӗрӗ кӗске-ҫке! Ял ҫыннисем пӗтӗм ӗҫе пӑрахса картинӑсем мӗнле ҫуралнине курма килнӗ.
Чӑваш тата тутар художникӗсене ку ялта ҫуралса ӳснӗ Анатолий Данилов ӳнерҫӗ пуҫтарнӑ. Хӑнасене вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче вырнаҫтарнӑ. Туканаш ялӗн илемлӗхӗпе ӗҫтешӗсене паллаштарас тесе пӗлтӗр ҫак ӗҫ-пуҫӑ пуҫарса янӑ та. Сӑмах май, ӳкерчӗксем Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчех юлӗҫ. Вырӑнти галерея кӑҫал та вун-вун ӗҫпе пуянланӗ.
Ӳнерҫӗсене сумлӑ хӑнасем те пултарулӑхра ӑнӑҫу сунчӗҫ. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ҫак пленэрӑн пуласлӑхӗ пуррине пӗлтерчӗ. Художниксен ӗҫӗпе ҫывӑхрах паллашас тесе, тен, куракансем ытти тӑрӑхран та малашне ҫитӗҫ, терӗ вӑл. Хастарсем вара ырӑ йӑлана аталантарма тата ҫитес ҫул та пухӑнма калаҫса татӑлчӗҫ. Ӳкермелли вырӑн ялта чылай-ҫке.
Вероника Павлова, Андрей Шоклев, Святослав Петров








