Сӑра тӑвасси кӗске хушӑрах пулакан ӗҫ мар. Хӑмлине, сӑмах май, музей ӗҫченӗсем хӑйсемех ӳстереҫҫӗ. Сӗткен тути епле пуласси шывран та, хӑмларан та, ӑсла пахалӑхӗнчен те, хуҫирен те нумай килет теҫҫӗ. Кашни хӗрарӑмӑн мӗн авалтан хӑйӗн меслечӗ, вӑрттӑнлӑхӗ пулнӑ. Сӑра вӗретмелли сӑлтавӗ те тӗрлӗрен. Туйран пуҫласа ҫынна юлашки ҫула ӑсатни таранах. Музей ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, авалрах сӑра вӗретесси арҫын тивӗҫӗ пулнӑ. Хальхинче музей лаҫҫинче туй сӑри вӗрерӗ.
Сӑра хаяр та, йӑвашрах та пулать. Утӑм хыҫҫӑн утӑм тимлӗн ӗҫлемелле. Салатпа хӑмла хуранра 4 сехет таран вӗрет. Ӑсла ҫӑралса, кӑпӑкланса пынӑ май ӑна тимлесех тӑмалла. Пулса ҫитнине чӗрне ҫине тумлатса тӗрӗслеҫҫӗ. Сарӑлса каймасӑр хӑмпӑ пек тӑрсан - хатӗр. Шӗвеке ыраш улӑмӗ витӗр сӗреҫҫӗ, унтах ӑсли вӗресе тӑтӑр тесе кӑмакара хӗрсе ҫитнӗ чулсем хураҫҫӗ. Ҫапла пулас сӑрана ыраш, чул, вучах тути калать. Ҫӗприне ир ярсан каҫалапа сӑра пулса ҫитмелле.
Туристсене чӑваш йӑли-йӗрки ҫав тери кӑсӑклантарать. Ытларах чухне вырӑнти "Вирьял" халӑх ансамблӗпе "Выла" фольклор ушкӑнӗ туй ирттерсе кӑтартаҫҫӗ. Хӗр илме килнӗ халӑхран алӑк укҫи ыйтаҫҫӗ, хапха уҫса кӗртеҫҫӗ. Туйри кашни саманчӗн хӑйӗн юрри-ташши пур. Пулас кӗрӗве сӑрапа кӗтсе илеҫҫӗ. Хӑнасене пурне те сӑйлаҫҫӗ. Пӳртре туй халӑхӗн хаваслӑхне пӗр вӑхӑт хӗр йӗрри татать.
Тури Ачакри музейра хӑнасене халӑх календарӗпе килӗшӳллӗн хӗлӗн-ҫӑвӗн чӑвашсен йӑли-йӗркипе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров