Хӗле ӑсатса ярса ҫуркуннене кӗтсе илекен уяв

Тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсем мӗнпур Раҫҫей халӑхӗпе пӗрле Ҫӑварни паллӑ турӗҫ. Хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илекен уяв юлашки ҫулсенче уйрӑмах вӑй илсе пырать. 

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Лащ Таяпа ял халӑхӗ кашни ҫулах пӗр сиктермесӗр тенӗ пек "Ҫӑварни" уявлать. Кунта мӗн ӗлӗкрен ҫапла пулнӑ. Тӗрлӗ урам халӑхӗ юрра-ташша ярса уяв лапамне пухӑнать. Унта вара вӑйӑ-кулӑ кӗр кӗрлет. Ватти-вӗтти купӑс тӑсса такмак калать, ҫӑварни юрри янратса икерчӗпе сӑйланать, тӗрлӗрен тупӑшура вӑй виҫет. Ачасем вара ӑмӑртмалла юлашки юр ҫинче тӑвайккирен ярӑнчӗҫ.

Халӑха савӑнма нумай та кирлӗ мар. Пӗрле пухӑнни хӑех пысӑк телей. Совет союзӗ вӑхӑтӗнче вара лащтаяпасем ҫӑварнире 50-60 лаша кӳлсе катаччи чупни те пулнӑ теҫҫӗ. Ял-йыш юрӑ юрласа килрен-киле, ялтан-яла хӑнана ҫӳренӗ, тӑванӗсене курса савӑннӑ. Пулни-иртни начарри хӗле юлса Катемпипе ҫунса кайтӑр тенӗ, ҫулӑм урлӑ сиксе чир-чӗртен тасалнӑ. Пурте пӗрле карталанса савӑннӑ.

Елчӗксен ентешлӗхӗ тӑрӑшнипех, уйрӑмах Олег Скворцов депутат пулӑшнипе Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонта та чаплӑ "Ҫӑварни" иртрӗ. Уява пухӑннисем савӑнӑҫлӑ концертра таш-ташласа кушӑх юра ирӗлтерчӗҫ. Икерчӗпе, вӗри апатпа сӑйланса тӗрлӗ лаптӑкра вӑй виҫрӗҫ. Пӗрисем минтерсемпе тӳпелешнӗ вӑхӑтра теприсем алӑ вӑйне виҫрӗҫ, пӗр-пӗрне алран туртса ҫӗнессинче тупӑшрӗҫ. Ентешлӗх ертӳҫи Юрий Карпов вара хӑйӗн тӗслӗхӗпе пухӑннисене кире пуканӗ ҫӗклеттерчӗ. Ку уява ятарласа ялтан хулана куҫса килнӗ ентешсене тӑван культурӑна явӑҫтарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Асатте-асаннесен йӑли-йӗрки пиртен ан татӑлтӑр теҫҫӗ хастарсем.

"Ҫӑварни" уявӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхра та ҫӗнӗрен вӑй илсе пырать. Тутарстанри сиктӗрмесем, сӑмахран, вырӑнти Хусанкай ячӗллӗ хуҫалӑх пулӑшнипе иккӗмӗш ҫул сив хӗле халӑхпа пӗрле ӑсатаҫҫӗ. Ҫуна ҫумне виҫшер урхамах кӳлсе катаччи чупаҫҫӗ. Кӑмӑл пулсан, кунта ҫурҫӗр пӑланӗсене те кӳлсе ярӑнма пулать. Ялти "Ҫӗнӗ Сувар" комплексра хӑна-вӗрлене курса савӑнмалли пайтах.

Ҫӑварнири вӑйӑ-кулла нимпе те улӑштараймӑн. Ҫак уява ачасене явӑҫтарни паха. Вӗсем кунта тутлӑ кучченеҫпе сӑйланнисӗр пуҫне тӗрлӗ ӑмӑртура тупӑшаҫҫӗ, ирӗк кӑна пар. Ураран михӗ тӑхӑнса е ухватпа чукун йӑтса чупмалла-и, чару пулмасан кашниех паттӑр пулма хатӗр. Чи хӑюллисем вара каҫса кайсах минтерпе тӳпелешеҫҫӗ, ҫунашкапа ярӑнаҫҫӗ.

Тӑванлӑх туйӑмне сӳнме памасӑр халӑх вӑйне ҫӗнӗ варкӑш кӗртессинче Иван Казанковӑн тӳпи пысӑк. Ҫак тата ытти уява вӑл ку тӑрӑхра ӗлекхиллех кӗрлеттерсе ырӑ йӑлана кӗртсе ярасшӑн. Апла пулсан, пирӗн халӑхӑн малашлӑх шанӑҫӗ сӳнмест-ха. 

Алексей Енейкин, Александр Воронин, Иван Макеев, Александр Герасимов