Хӑйсене кӑтартрӗҫ, ыттисене пӑхрӗҫ

Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн хастарӗсем "Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе" проекта пурнӑҫласа Елчӗк районӗнчи Тӳскелте пулчӗҫ.

Тÿскелте виçĕ çул каялла çĕнĕ хăтлă культура керменне хута янă. Çавăнпа та кунта тĕрлĕ йăла-йĕрке уявĕсем час-часах иртеççĕ. Шупашкарти хӑнасем вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсен ӗҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ, ӑсталӑх урокӗсем ирттерчӗҫ.

 Зоя Яковлева