"Фотокор - 1" - пирӗн ҫӗршыври сӑн ӳкермелли пӗрремӗш техника. Ӑна 1930-мӗш ҫулта кӑларма пуҫланӑ. Совет Союзӗнче ҫав тапхӑрта оптика енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем пулман, ҫавӑнпа та "Фотокора" нимӗҫ аппаратӗнчен копилесе тунӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ытти техникӑна та кӑларма пуҫланӑ. Курав йӗркелӳҫи кашни экспонат пирки сехечӗ-сехечӗпе каласа пама пултарать. Хӑш-пӗр фотоаппаратпа паян та усӑ кураҫҫӗ - ӳкерчӗксен пахалӑхӗ те ҫӳллӗ шайра.
Елена Дмитриева, Наталия Егорова, Владимир Синдеев