Хальхи ӳнер центрӗнче Питӗрпе Чӑваш Енри художниксене пӗрлештерекен курав уҫӑлчӗ

Унта ҫурҫӗр тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑнакан тата хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей художество академине пӗтернӗ ӑстасен 190 ӗҫне курма пулать. Курава йӗркелес шухӑш Питӗрте тӗпленнӗ чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Рыбкинӑн 10 ҫул каяллах ҫуралнӑ.

Экспозицири ӳкерчӗксен авторӗсем ҫӗршыври тӗрлӗ хулара пурӑнаҫҫӗ. Апла пулин те Питӗр вӗсемшӗн пултарулӑх сӑпки пулса тӑнӑ. Искусствоведсем палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей художество Академинче ӑсталӑхне туптанӑ маҫтӑрсем чӑваш ӳнерӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Кунта кашни автор валли ҫителӗклӗ вырӑн уйӑрнӑ. Ҫапла майпа куракансем вӑл е ку художникӑн пултарулӑхне туллин хаклама пултараҫҫӗ. Кашниех хӑйне валли мӗн те пулин кӑсӑкли тупӗ. Ӳнере юратакансемшӗн чан-чӑн парне тата чун киленӗҫӗ, терӗҫ курава пахалама пухӑннисем.

 

Диана Иванова, Анна Филиппова, Лидия Галактионова, Святослав Петров