Хальхи ӳнер центрӗнче Чӑваш Ен художникӗсен союзӗн ҫӗнӗ куравӗ уҫӑлнӑ

"Ҫуркунне -2021" тесе ят панӑ хӑтлава кӑҫал Александр Невский ҫуралнӑранпа 800 ҫул ҫитнине халалланӑ.

"Ӑрусен ҫыхӑнӑвне татас марччӗ" - ҫапла ҫирӗп тӗллев тытнӑ художниксен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ правленийӗ. Ҫавӑнпа экспозицире пысӑк ӑстасен хайлавӗсемпе юнашар - палӑрма ӗлкӗреймен ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӳкерчӗкӗсем те: ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ натюрмортсемпе пейзажсем, портретсемпе пысӑк калӑпӑшлӑ пирсем, искусствӑн ытти хӑйне евӗр хайлавӗсем. Куравра пурӗ 67 авторӑн 160 ӗҫӗ. Курав Республика Кунӗччен пырӗ.


Марина Карягина, Анна Филиппова, Дмитрий Макаров