Хальхи искусство центрӗнче Чӑваш Енри художниксен Союзне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлчӗ

Экспозицире 117 сӑрӑ ӑстин 300 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ. Ӳнер тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм республикӑри художниксен пӗрлешӗвӗн ҫӗнӗ председателӗн ятне пӗлтернипе пӗр килчӗ.

Чылайранпа тӗл пулманнине кура ӳнерҫӗсем пӗр-пӗриншӗн, куракансемшӗн самай тунсӑхланӑ. Ҫавӑнпа та чи малтанах ҫӗнӗ картинӑсене хак пама мар, ӗҫтешӗ-пӗлӗшӗсемпе курса калаҫма васкарӗҫ. Тӗрлӗ ӑрури, пысӑк опытлӑ тата ҫамрӑк художниксен пултарулӑхӗ - пӗр залра. Курав уҫӑлнӑ кунхи тӗп хыпар - республикӑри художниксен Союзӗн ертӳҫи улшӑнни. Унӑн ҫӗнӗ председателӗ - Владимир Нагорнов. Паллӑ скульпторӑн малашлӑха палӑртса хунӑ тӗллевӗ сахал мар.

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов