Халӑхсене пӗрлештерекен пултарулӑх форумӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Турхан ялӗнче 2 эрнене яхӑн пынӑ Алексей Кокель ячӗллӗ халӑхсем хушшинчи пленэр вӗҫленчӗ. Кӑҫалхипе ӑна 16-мӗш хут йӗркелерӗҫ. 

Пленэра пуҫарса янӑранпа Патӑрьел тӑрӑхӗнче 200-е яхӑн ӳнерҫӗ пулса курнӑ. Вӗсем пин ытла ӳкерчӗк тунӑ. Пир ҫинче ку тӑрӑхри илемлӗ вырӑнсене, ял ҫыннисене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сӑнланӑ. Кӑҫалхи пленэр-симпозиума ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата Беларуҫрен 12 сӑрӑ ӑсти килсе ҫитнӗ. Вӑл шутра Тутарстанран, Тюмень, Орел, Мускав, Хабаровск, Шупашкар хулисенчен, ҫавӑн пекех Витебскран. Художниксем ӳкернисӗр пуҫне, ӳнер шкулӗнче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ. Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе Турханти шкулта курав йӗркеленӗ. 

Оксана Верликова, Димитрий Макаров