Халӑхсен чун-хавалне кӑтартакан пуянлӑх

Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш художникӗн - Валериан Киргизинӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ.

7-8 ӗмӗр каяллах чӑвашлӑхпа тулнӑ тутар ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ӳнерҫӗ курава уҫма пухӑннӑ хӑнасене чӑн чӑвашла - ҫӑкӑр-тӑварпа, хӑмла сӑрипе хапӑл турӗ. Ӑшӑ тӗлпулу нумай пулмасть 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ икӗ Республика туслӑхне ҫирӗплетет. Пирӗн халӑхсем пӗрлӗхре туптанса аталаннине Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн ертӳҫисем те палӑртрӗҫ. Валериан Киргизин вара ҫак пуянлӑха хӑйӗн ӗҫӗсенче кӑтартать. Куравра вӑл ытларах ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне сӑнарлакан ӳкерчӗкӗсене тӑратнӑ. 

 

Алексей Енейкин, Дарья Паскарюк, Никита Углев