Халӑхпа тата тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫлантаракан проект

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Сӑр хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ концерт программи хатӗрлет.

Ӑна Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартаҫҫӗ. Пӗрремӗш хут ку концерта ҫу уйӑхен 6-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Проект режиссерӗ Дмитрий Капустин ҫак истори тапхӑрӗпе пӗлтӗр кӑна тӗплӗн кӑсӑкланма пуҫланине пытармарӗ. Хӑйне концерт хатӗрлеме шанса панӑ хыҫҫӑнах пӑлханса ӗҫе пикеннӗ. Режиссер шухӑшӗпе, сцена ҫинче чӑн пурнӑҫри сӑнарсем пулаҫҫӗ. Тӗп рольте - 3 хӗрарӑм. Историри хурлӑхлӑ пулӑма тӗрлӗ жанр урлӑ уҫса параҫҫӗ. Проект ертӳҫи - Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев кун пек яваплӑ ӗҫ халиччен пулманнине каларӗ. 

 

Надежда Александрова, Владимир Синдеев