Халӑхӑн ӗҫ паттӑрлӑхне сума суса

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Сӑр хӳтӗлев чиккине тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ программа кӑтартрӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе хаклакансен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулчӗ.

Концерта Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. Ӑна Аслӑ уяв умӗн кӑтартса Ҫӗнтерӗве туптанӑ пин-пин ҫынна халалланӑ. Чӑваш Ен ертӳҫи куракансене историри чи йывӑр ҫулсем пирки аса илтерчӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхӗ ӗмӗр асра юласса шаннине пӗлтерчӗ. Программа тӗрлӗ ӑрури куракансемшӗн кӑсӑклӑ пулӗ. Вӑл чӑннипех те хамӑр халӑхпа тата тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫлантарать. Ӑна малашне республикӑра кӑна мар, ытти регионта та кӑтартасшӑн.