Ку - пирӗн "Халӑх хӗрӗ" ярӑмри Галина Изратовӑна халалланӑ фильм сыпӑкӗ. Халӑхӑн авалтан пуянланса пынӑ пултарулӑхӗнчен вӑй илсе ҫав ылтӑн ҫӳпҫене хӑйӗн тӳпине хывнӑ ӑста хамӑрӑн тӗрӗ-эреш илемне хаклама, тӑван культурӑри паянхи куна пурӑнса ҫитнӗ ахах-мерчене уйӑрса илме пӗлетчӗ. Тӑм кӳлепе-и, ҫӑмран, ҫӗтӗкрен е кӗҫҫерен ӑсталанӑ кӗлетке - вӗсем чӑвашла, пурте хамӑр ял ҫыннилле чуна ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӗсенче - авторӗн алӑ ӑшши, чун илемӗ упранать, вӗсем хуҫи пекех ӗҫчен, кулленхи пурнӑҫа лайӑхлатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Пуринчен те ытларах ачалӑхран асра юлнӑ сӑнарсем вӗсем.
Хӳхӗм альбома пахалама Галина Изратован ентешӗсем, тус-тӑванӗ йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Владимир Степанов вӑл мӗнле ҫурални ҫинчен каласа пачӗ. Федераллӑ субсидипе тухнӑ кӗнекен ӳнер редакторӗ - Ирина Калентьева, пухса хатӗрлекенӗ вара - Елена Енькка.
Изратовсен ашшӗпе амӑшӗ, вӑрҫӑ хирӗнче паллашса пӗрлешнӗ Елчӗк хӗрӗпе ывӑлӗ, 4 ачине ӗҫлеме, ҫын ӗҫне хаклама хӑнӑхтарса ӳстернӗ. Пурте пӗчӗкрен ӳнер енне туртӑннӑ вӗсем, аслисем хӑйсем пӗлнине кӗҫӗннисене вӗрентнӗ. Галина ӳссен педагогика училищи пӗтернӗ, ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче керамика класне ертсе пынӑ.
Кӗнеке шкул ачисемшӗн мӗн таран пӗлтерӗшлӗ иккенне вӗрентекенсем те тӳрех асӑрхарӗҫ.
Галина Изратова пиртен уйрӑлса кайни - 7 ҫул. Вӑл вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулса нумай ӗҫ хӑварма ӗмӗтленетчӗ. Йывӑр чир унӑн пурнӑҫне ир татрӗ, анчах унӑн ӗҫӗсем ӗнтӗ халь - вилӗмсӗр.
Тӑм кӗлетке ванать, кӗҫҫене кӗве ҫиет, кӗнеке вара - килес ӑрусем курса вӗренмелӗх. Галина Изратова хӑй каланӑ пек, эпир хамӑрӑн йӑла-йӗркене тытса пырсан чӑваш пурнӑҫӗ малалла тӑсӑлать.
Марина Карягина, Михаил Солин