Халӑх юрри-кӗвви нихӑҫан та кивелмест

"Ясна Музыка" фестиваль ҫӗршывӑн 45 регионӗнчи 100 ытла пултаруллӑ ҫынна пӗрле пуҫтарчӗ. Юрӑ уявне хутшӑнакансем халӑх кӗввисем нихӑҫан та кивелменнине, ҫӗнӗлле янӑрама пултарнине ҫирӗплетрӗҫ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче юрланисӗр пуҫне артистсем ҫӗнӗ хайлавсем те ҫырнӑ. Гала-концерт Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ.

Пермьри "Варья" фолк-проект хӗрӗсем фестивале тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ҫӗнӗ программӑна вӗсем 2 ҫул ҫырнӑ. Унта тӑван тӑрӑхӗн авалхи юррисен хальхи курӑмӗ. Ҫав хушӑрах ҫамрӑксем ытти халӑх йӑли-йӗркине те тӗпчеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та форума хутшӑнни вӗсемшӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Хальхи саманара халӑх кӗввине шӑрантарни кӑна ҫителӗксӗр. Унӑн янӑравне паянхи кунпа килӗшӳллӗ, кӑсӑклӑ, ҫамрӑксен чунне тивекен шая ҫитермелле. Ҫак тӗллев фестивале хутшӑннӑ кашни артистшӑн тӗпре. Уява Раҫҫейри паллӑ этноюрӑҫ Гурудэ килсе ҫитнӗ. Хушма ятне вӑл несӗлӗсене сума суса илнӗ. Ҫӗршыври тӗрлӗ халӑха хисеплесе вӗсен юррисене шӑрантарать. Унсӑр пуҫне нацисен хӑйнеевӗрлӗхне фильмсенче, кӗнекисенче ҫутатать. Чӑваш Енри фестивале те ахальлӗн килмен. Наталия Герасимова сӑввине кӗвӗлесе чӑвашла юрӑ хатӗрленӗ. 

Чӑвашсем те куракансене несӗлсенчен паянхи куна ҫитнӗ тупрапа - авалхи чӑваш юррисемпе паллаштарчӗҫ. Сӑмах май, фестивале хутшӑнакансем Гурудэ лабораторийӗн суйлавӗ витӗр тухнӑ. Этноюрӑҫсем пӗрле чӑвашла сӑпка юрри хайланӑ. Ӑна шӑпах "Янтал" ушкӑн шӑрантарнӑ та. Ансамбль йӑлтах ҫамрӑксенчен тӑрать. 

Фестиваль кӑмӑл-туйӑмне сивӗ ҫанталӑк та пӑсаймарӗ. Форум лауреачӗсене тепӗр кӑмӑллӑ парне кӗтет. Этноюрӑҫсене видеоклип ӳкерме сертификатсем пама йышӑннӑ. 

Алиса Александрова, Александр Отяков, Димитрий Макаров