Пӗрре илтсен кунӗпе пуҫра ҫаврӑнса ҫӳреме пултаракан вуншар юрӑ авторӗ Светлана Асамат чӑваш тӗнчишӗн тӗлӗнмелле пуян тупра. Унӑн чунтан шӑранса тухакан кӗвӗллӗ хайлавӗсем кӗске самантрах халӑхӑн пулса тӑраҫҫӗ. Итлекене кӑмӑл туличчен савӑнтарма пултараҫҫӗ.
Халӑх юратӑвӗпе хавхаланса Светлана Васильевна хайлав хыҫҫӑн хайлав шӑрҫалать, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларать. Пӗрремӗш хут вара вӑл 27 ҫулта чухне "Ялав" журналта пичетленнӗ. Халӗ вара кӗнекисен шучӗ 27 ҫитрӗ. Вӗсенчен 9-шӗ вырӑсла, 18-шӗ чӑвашла кун ҫути курнӑ. Ҫак 4 кӗнекене вара вӑл пӗр ҫулталӑкра пухса хатӗрлеме вӑй ҫитернӗ.
"Ҫурхи ҫаврӑм" кӗнекене автор ачасем валли ҫырнӑ. Теприне, "Чыс та мухтав сире" ятпа кӑларнӑ сӑвӑсен пуххине тӗрлӗрен пултарулӑх ушкӑнӗсене, юлташӗсене, сумлӑ поэт-ҫыравҫӑсене халалланӑ. Вӑл йышра: Айхи, Ҫеҫпӗл, Иванов, Хусанкай тата ытти те. Хӑтлаври 3-мӗш кӗнеке "Советь" - вырӑсла ҫырнӑ калавсен пуххи. 4-мӗшӗ те вырӑс чӗлхипех "Мысли - гости, угости" икӗ йӗркерен тӑракан каларӑшсем.
Поэзипе проза анинче тарӑн суха янӑ Светлана Асамат кирек епле лирика жанрӗнче те тухӑҫлӑ тӑрӑшать. Ун йӗркисенчи тарӑнлӑха вара пурте ҫийӗнчех туйса илеймеҫҫӗ.
Юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ, прозаик, журналист, публицист, пур енлӗ пултаруллӑ искусство деятелӗ ӑсталӑхне кашни кунах тӗрлӗ ӗҫре туптать. Ҫавӑнпах ӑна халӑх юратать те.
Алексей Енейкин, Димитрий Макаров