Халӑх ятне тивӗҫни ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн пысӑк чыс та сум

Коллективсене ҫак хисепе артист ӑсталӑхӗшӗн, хӑйнеевӗрлӗ те кӑсӑклӑ репертуаршӑн, халӑх йӑли-йӗркине упрас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн параҫҫӗ. 3 ҫулта пӗрре "халӑх" ятне илнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсен хӑйсем ҫак ята чӑннипех те тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетмелле. Ҫакнашкал тӗрӗслев витӗр хальхинче элӗксем тухрӗҫ. 

Ку тӑрӑхра халӑх пултарулӑхӗн 7 коллективӗ ӗҫлет. Районти Культура ҫурчӗн сцени ҫине умлӑн-хыҫлӑн "Ветеран"  хор, халӑх ташшисен "Рябинушка" ушкӑнӗ, "Топотушки" ташӑҫисем, "Валинкке", "Ахпай" фольклор ансамблӗсем, Татмӑшри, Мӑн Вылӑри, Элӗкри театр коллективӗсем тухрӗҫ. Комисси коллективсен пултарулӑхне пур енлӗн хакларӗ. Костюмсем, репертуарӗ, аристсен тыткаларӑшӗ, йӑла-йӗркене тытса пыни - пӗтӗмпех пӗлтерӗшлӗ тӳресемшӗн. Элӗк тӑрӑхӗнчи пур ушкӑн та халӑх ячӗпе ҫӳреме чӑннипех те тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетрӗҫ.


Алиса Александрова, Николай Семенов