Халӑх йӑли-йӗркине упранӑшӑн

Элӗк тӑрӑхӗнчи "Валинкке" фольклор ансамблӗ "Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ" ята тивӗҫнӗ. Кун пирки калакан хушӑва Раҫҫей культура министрӗ Ольга Любимова алӑ пуснӑ. 

Сумлӑ ята ҫӗршыври 52 пултарулӑх ушкӑнӗ илнӗ. Ҫак йыша Элӗкри культура ҫурчӗн "Валинкке" ансамблӗ тивӗҫлипе кӗнӗ. Халӑх йӑли-йӗркине тытса пыраканскер ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӳсӗмсем тӑвать. "Валинкке" 1970-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ. Тӗп шӑнӑрӗ Культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсенчен чӑмӑртаннӑ. Ҫултан ҫул йыш ӳссех пынӑ.

Пултарулӑх ушкӑнӗ сцена ҫинчен чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарать. Хальччен "Улах", "Туй", "Кӗр сӑри" кӑтартнӑ, "Хӑнара", "Нимене" номерсем те куракан кӑмӑлне кайнӑ. 1993-мӗш ҫулта "Валинкке" халӑх ансамблӗ ята илнӗ. Репертуарне юрӑ-ташӑ ӑстисем пуянлатсах пыраҫҫӗ. Тӗрлӗ фестиваль-конкурссене те тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. 

Фольклор ушкӑнне паянхи кун Светлана Соколова ертсе пырать. "Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ сумлӑ ят пирӗншӗн пысӑк яваплӑх. Ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе малашне те ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр, ҫамрӑксене тӑван культурӑпа кӑсӑкланма, ӑна тӗпчеме хавхалантарса пыма тӑрӑшӑпӑр", - тет вӑл. 

Екатерина Фомина