Халӑх театрӗ пултарулӑх сезонне уҫрӗ

"Ҫӑлкуҫ" халӑх театрӗ Николай Сидоров пьеси тӑрӑх лартнӑ "Атте мана шур пӳрт лартса парас терӗ" премьерӑпа 43-мӗш сезонне уҫрӗ. 

Паллӑ драматург ку пьесӑна ҫырнӑ чух чӑваш халӑх юррине тӗпе хунӑ. Ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчлӗхӗ нихӑҫан та пӗтмест. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, вӑлах спектакль режиссерӗ Ольга Ухтерикова та произведени паянхи пурнӑҫа ҫывӑх пулнине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа пултарулӑх ушкӑнӗ хавхаланса ӗҫе пикеннӗ.

Мӗн пур ӗҫ-пуҫ ялта пулса иртет. Тӗрлӗ характерлӑ сӑнарсем кашни хӑйӗн ӗмӗчӗ-тӗллевӗпе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ те расна. Пӗрисемшӗн юрату тӗп вырӑнта пулсан, теприсене ытларах укҫа-тенкӗ тата пурлӑх кӑсӑклантарать. 

Постановка юрату виҫкӗтеслӗхӗ мӗн патне илсе ҫитернине уҫҫӑн кӑтартса парать: пӗр вӗҫӗмсӗр кӗвӗҫӳ тата харкашу. Ухтер мучин юрринчи пекех ашшӗ ывӑлне пӳрт лартса пама шантарать. Анчах та ҫакӑ ӗмӗт кӑна пулса юлать. Ҫавна пулах тӗп геройсен пурнӑҫӗ те арканать. 

Сцена ҫинчи ӗҫ-пуҫа куракансем те "путрӗҫ", сывламасӑр тенӗ пек пӑхса ларчӗҫ. Кашни пулӑма ӑша хывса йышӑнни туйӑнчӗ. Спектакль вӗҫленсен вара ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса артистсене тав турӗҫ. 

Леонид Петров