Халӑх культурин пуласлӑхӗ ҫамрӑксен аллинче

Кун пекки халиччен пулман. Пӗрремӗш хут пирӗн ҫӗршывра Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх ачисен фольклориади иртет. Уяв Чӑваш Енре уҫӑлать. Ҫакӑ пирӗн республикӑшӑн пысӑк пулӑм. 

Василий Поленов ячӗпе хисепленекен Раҫҫей халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗн Тамара Пуртован сӑмахӗпе, Чӑваш Ене ахальтен мар суйласа илнӗ. Ҫакӑ пирӗн регион наци культурине, йӑли-йӗркине, халӑх пултарулӑхне аталантарас, аваллӑха упраса хӑварас енӗпе нумай ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Республикӑна Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ача-пӑча тата ҫамрӑксен пултарулӑх ушкӑнӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Сӑмах май, фольклориада - юрӑпа ташӑ уявӗ кӑна мар. Фестиваль программи анлӑ пулать. Ун вӑхӑтӗнче ал ӗҫ ӑстисен куравӗсем иртӗҫ, флешмобсемпе туслӑх каҫӗсем ҫамрӑксене пӗрле пуҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗп урампа утса тухӗҫ. 

Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Андрей Шоклев, Игорь Ульянов