Халӑх инструменчӗсен сассипе илемлетнӗ сӑпка юрри

Ӑна Хӗрлӗ Тӳремре ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пахалама май пулӗ. Ун чухне кунта Gurude лабораторине хутшӑнакансен гала-концерчӗ пулать. 

Сӑпка юррине тӗрлӗ тӑрӑхри этномузыкантсем пӗрле хатӗрлеҫҫӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче вӗсем "Ясна" этнокомплекса пухӑнӗҫ. Кунта Gurude лаборатори вӗренӳ йӗркелет. Унта хутшӑнакансем - "Ясна Музыка" фестиваль ҫӗнтерӳҫисем. Чӑвашсен юрри-ташшипе Шупашкарти музыка училищинчи "Янтал" ушкӑн паллаштарӗ. Этнокомплексра музыкантсем виҫӗ кун пурӑнӗҫ, юрӑ ҫырас ӗҫӗн мӗн пур тапхӑрне тишкерсе тухӗҫ. Ҫав шутра саспа кӗвве пӗрлештерме, аранжировка тума вӗренӗҫ, хальхи технологисем пулӑшнипе этномузыкӑна аталантармалли вӑрттӑнлӑхсене тӗпчӗҫ. Сӑпка юррине Gurude лабораторин музыканчӗсем чӑвашла хатӗрлеҫҫӗ. Сӑмах май, Gurude - Хакаси композиторӗн, юрӑҫин, поэчӗн Руслан Ивакинӑн сцена ҫинчи хушма ячӗ. Вӑл ҫак проектӑн наставникӗ. 

Екатерина Фомина