Хаклӑ япаласен пуххи

Чӑваш наци музейӗн "Кӗмӗл кӗлет" экспозиципе ун ҫинчен каласа кӑтартакан альбом-каталога патшалӑх премине илме тӑратнӑ.

Тӗрӗ музейӗн пӗр пӳлӗмне вырнаҫнӑ "Кӗмӗл кӗлете" Чӑваш наци музейӗн управӑшӗнчи уйрӑмах хаклӑ япаласен пуххисене кӑтартма уҫнӑ. Унта ҫавӑн пекех Раҫҫейри ытти музейсен тата уйрӑм ҫынсен паха коллекцийӗсемпе паллаштаракан куравсем те ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра экспозицире 18-19-мӗш ӗмӗрсенчи чӑваш хӗрарӑмӗсемпе хӗрӗсен кӗмӗл капӑрлӑхӗпе пуҫ хатӗрӗсем.

Марина Карягина, Никита Углёв