Георгий Фомиряков ӳнерҫӗн автобиографилле кӗнекине пахаларӗҫ

"Пурте ӗҫлеҫҫӗ: кашни чӑваш выльӑх-чӗрлӗх усрать, пахча-ҫимӗҫ ӳстерет, эпӗ картина "ҫитӗнтеретӗп" текен Георгий Фомиряков художникӑн кӗнеки кун ҫути курчӗ. Шупашкар районӗнчи Чаканарта пурӑнакан ӳнерҫӗ ӑна Чӑваш кӗнеке издательствипе пӗрле "Республика" центрта пахаларӗ.

Георгий Фомиряковӑн кашни куравӗ - тӗрлӗ ҫыннӑнни пек: яланах малтан иртнинчен пачах уйрӑлса тӑрать. Яланах пултарулӑх шыравӗнчи ӳнерҫӗ хальхинче хӑйне евӗр альбомпа тӗлӗнтерчӗ. "Этно - Я - футурум" кӗнеке - халӑх ҫуратнӑ сӑрӑ ӑсти чун-чӗринчи чӑваш тӗнчи ҫинчен пулас ӑрусене каласа пама ҫӗнӗ чӗлхе шырани темелле, хӑй калашле - урӑхла майпа Хусанкайла "Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!" тениех. "Этемлӗх хӑйӗн ӗмӗрӗнче кӑмӑл-туйӑмӗпе ӑс-хакӑлне кӑтартмалли икӗ меслет шыраса тупнӑ: ӳнер тата ҫырулӑх. Эпӗ, шалти тӗнчене сӑрӑпа сӑрласа кӑтартаканскер, сӑмах хӑватне ҫапла ҫывӑххӑн сӗртӗнсе курманччӗ-ха", - тет Георгий.

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев