Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Хӗрлӗ Васан ялӗнче ҫуралса пӗчӗкрен театра юратса ӳснӗ Геннадий Большакова шӑпи артист пулса халӑх асӗнче ӗмӗрлӗх юлмах суйласа илнӗ. 1983-мӗш ҫулта Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнчен вӗренсе таврӑннӑ каччӑ ҫамрӑклах ыттисенчен уйрӑлса тӑни палӑрнӑ. Ун ҫинчен ӗҫтешӗсем те, куракансем те "Турӑ ярса панӑ артист" теҫҫӗ.
Геннадий пысӑк сцена ҫинчи пӗрремӗш утӑмсенчен пуҫласах кирек хӑш халӑхӑн хӑть те мӗнле жанрлӑ пьесинчи сӑнара та ӗнентерӳллӗн парӑнтарма пултарнӑ. Анчах кашни артист пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшлӗ рольсем пур. Геннадий Большаковшӑн 50 ытла калӑпланӑ пысӑк сӑнар хушшинчи чи паллисен йышӗнче - Борис Чиндыков пьесипе Валерий Яковлев лартнӑ "Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли" спектакльти Йоҫҫӑх.
Тепӗр пӗлтерӗшлӗ роль - Арсений Тарасов пьесипе Валерий Яковлев лартнӑ "Инҫет телей ҫути" спектакльти Миккуль. Уншӑн артист тепӗр тӑватӑ ӗҫтешӗпе пӗрле Раҫҫей Патшалӑх премине илме тивӗҫлӗ пулнӑччӗ.
"Салампири" Вирьялов сӑвӑҫ сӑнарӗшӗн "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсра "Чи лайӑх арҫын ролӗ" ята тивӗҫнӗччӗ артист. "Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем" спектакльти Композитор та халӑх асӗнчен каймасть.
Геннадий Большаков чун-чӗри витӗр тухнӑ сӑнарсем куракана шухӑша ярса ун пурнӑҫне ырӑ енне улӑштарнӑ. Вӗсем сцена ҫине пӗрле тухнӑ ӗҫтешӗсемшӗн те тӗслӗх вырӑнне пулнӑ, хальхи ҫамрӑк артистсемшӗн те ҫаплах.
Марина Карягина, Святослав Петров








