Геннадий Айхи поэзийӗ - чун вӗҫевӗ

Паян тӗнче литературинче палӑрнӑ сӑвӑҫӑмӑр, Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Сӑмах ӑстине асӑнса, Наци библиотекинче ентешӗмӗрӗн тӗрлӗ ҫӗршывра тухнӑ кӗнекисен куравӗ уҫӑлчӗ.

Геннадий Айхи кӗнекисем хальччен 52 чӗлхепе кун ҫути курнӑ. Ытларах чикӗ леш енче, тӗрлӗ ҫӗршывра тухнӑ тесен те йӑнӑш мар. Чӑваш Енре вунтӑваттӑри Геннадий Лисинӑн пирвайхи сӑввисем "Ялав" журналта, 1958-мӗш ҫулта "Аттесен ячӗпе" уйрӑм кӗнекен пичетленнӗ. Унтан Парижра "Отмеченная зима" кун ҫути курнине пӗлетпӗр. Мускавра вара 1991-мӗш ҫулта ҫеҫ "Здесь" сӑвӑ пуххи тухнӑ. Поэзире хӑйӗн сассине шыракан ҫамрӑк чӗлхине туптаса пынӑҫем йӑхӗнчи ваттӑн хушма ятне литературӑри псевдонимӗ туса хунӑ. 

"Геннадий Айхи поэзийӗ - чун вӗҫевӗ" курав анлӑшӗпе тӗлӗнтерет. Акӑлчан-и, швед-и, нимӗҫ-и, француз-и - "Айгиана" кӗнеке пуххипе паллашма килнисем пирӗн тӑрӑхра урӑх ниҫта та ҫук кӑларӑмсене алла илсе вулама, уҫсанах куҫ тӗлне пулнӑ е кӑмӑла кайнӑ йӗркере кулленхи пурнӑҫри йывӑр ыйтӑвӑн хуравне тупма, ӑна ятарласа "А" саспалли пек хатӗрленӗ вырӑна ҫырма пултараҫҫӗ. Поэтӑн пултарулӑхне хисеплекенсен "Тӗнче Айхие вулать" фильма пӑхма та май пур.

Асӑну эрнинче уйӑх вӗҫӗчченех поэтӑн пултарулӑхне тӗпчекенсемпе тӗлпулусем иртӗҫ. Унӑн еткерӗ ҫинчен аслӑ классенче вӗренекенсемпе студентсене Наци вулавӑшӗнчи ҫак центр ертӳҫи Татьяна Николаева каласа парать. Экспонатсемпе Айхи залӗн аудиогичӗ те паллаштарма пултарать. 

Паян каҫхине 18 сехетре Наци библиотекинчи Курав пӳлӗмне поэтӑн ҫывӑх ҫыннисемпе унӑн поэзийӗпе кӑсӑкланакансем, айхиҫӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Сӑвӑҫӑн еткерӗпе малалла ӗҫлесси ҫинчен калаҫнисӗр пуҫне, килес ҫул Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине паллӑ тума та халех тӗплӗн хатӗрленме тытӑнмалла.

Марина Карягина, Михаил Солин