Филармони ҫуртне кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче тӗпрен юсаса пӗтерӗҫ

Ӑна "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.

Куҫ умӗнчех ҫӗнелсе пыракан филармони ҫуртне палласа илме ҫук: шалтан та, тултан та. Йӗри-таврашне те хӑтлӑх кӳртнӗ. Стенасене штукатурка туса якатсан, ҫурт ҫамкине керамогранитпа витсен, тул енчи витражсене кантӑкласан, ҫутӑ кӑларсан ҫиелтен капӑрлатас ӗҫ ҫитес эрнере вӗҫленмелле. Филармони уҫӑласса куракансем те, кунта ӗҫлекенсем те тӳсӗмсӗррӗн кӗтеҫҫӗ.

 


Марина Карягина, Олег Цыпленков