Етӗрнесем Мускаври концертсене тӗп хулана каймасӑрах курма пултарӗҫ

Районта ҫӗнӗ виртуаллӑ зал ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӑна "Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа етӗрнесене Культура министрӗ Светлана Каликова саламларӗ.

Пухӑннисем Петр Чайковский ячӗпе хисепленекен пысӑк симфони оркестрӗн чаплӑ концертне хаклама пултарчӗҫ. Сцена ҫинче тӗнчипе паллӑ композиторсен кӗввисем янрарӗҫ. Виртуаллӑ залӑн паха енӗсенчен пӗри - кӗвӗ калакансен сӑн-пичӗсене, дирижер ӗҫне ҫывӑхран курма пултарни. Концерт экран ҫинче пырать пулин те, залра ларакан кашни ҫынна хӑйне филармонири пекех туйма май парать. Проекта пурнӑҫа кӗртме районти культура керменне кӑҫал 2 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Унпа хальхи вӑхӑта тивӗҫтерекен, концертсене пысӑк шайра кӑтартма май паракан хатӗрсем туяннӑ. 

 

Елена Дмитриева