Етӗрне районӗнчи "Сӑр Ен" халӑх фольклор ушкӑнӗ 35 ҫул тултарчӗ

Ҫак пулӑма халалласа Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче уяв иртрӗ. 

"Сӑр Ен" ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе Чӑваш Енре кӑна мар, Чулхула, Хусан, Ӗпхӳ, Мускав, Коми тата ытти тӑрӑхра та палӑрнӑ. Ӑна 35 ҫул каялла Юлия Ерёмкина юрӑ ӑсти тӑрӑшнипе Орапакассинчи культура ҫуртӗнче йӗркелесе янӑ. Ушкӑнри хастарсем ӗҫ хыҫҫӑн вӑхӑт тупса хӑйсен тӑрӑхӗнче мӗн авалтан юрланӑ юрӑсене шӑрантарма пуҫланӑ. Ҫак пуянлӑха упраса ҫамрӑксене парса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ. Кӑҫал ансамбль ҫумӗнче "Шанчӑк" ушкӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекен 8 шӑпӑрлан ҫӳрет. Уяв каҫне пухӑннисем "Сӑр Ен" халӑх ансамблӗ ҫинчен нумай пулмасть "Чӑвашкино" студи ӳкернӗ документлӑ фильма курчӗҫ. Унтан юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсем те сцена ҫине тухрӗҫ. Ушкӑнри шкул ачисемпе пӗрле "Сурхури" чупнине кӑтартрӗҫ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин