Ӗпхӳре ал ӗҫӗсен тата сувенирсен ярмӑркки малалла пырать

Аса илтеретӗп, унта пирӗн республикӑри 6 маҫтӑр хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартать.

Чӑваш маҫтӑрӗсен сентрисем аякранах курӑнаҫҫӗ. Анне палӑкӗн сӑн ӳкерчӗкӗ пурне те илӗртет. Курма пыракансем теттесемпе, савӑт-сапапа, ытти капӑр япалапа хаваспах паллашаҫҫӗ. Ӑстасен ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ярмӑрккана ҫӗршыври 15 регионти 390 ытла маҫтӑр хутшӑнать. Вӑл халӑх пултарулӑхӗ аталанса пынине, ал ӗҫӗн ытарайми илемне кӑтартать. Ку - пандеми хыҫҫӑнхи пӗрремӗш пысӑк форум. Ӑстасем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарма, ыттисене курма май пулнишӗн хӗпӗртенӗ. Курав-ярмаркка ыран вӗҫленет. 

 

Надежда Александрова