"Эп сӳннӗ чух - эс ҫун"

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Михаил Сунтал пьесипе Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ ҫӗнӗ спектакль пулать. Ӑна паллӑ ентешӗмӗрӗн, Никита Бичуринӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ.

Чӑваш ялӗнчен тухнӑ Никита Бичурин, Иакинф ят илнӗ вырӑс православи чиркӗвӗн архимандричӗ, 19-мӗш ӗмӗрте мӗнле майпа тӗнче шайӗнчи ӑсчах китаевед пулса тӑма пултарни, унӑн кӑткӑс шӑпи хамӑра анчах мар, пурне те интереслентерет. Кун пирки театр хӑйӗн курӑмне сӗнет темелле. Ҫӗр ҫине пысӑк миссипе ҫуралнӑ ача нимле йывӑрлӑха та парӑнман, чӗрӗ те ҫутӑ ӑслӑскер, хӑйӗн ҫулӗпе хӑюллӑн утнӑ, шӑпи те ӑна кирлӗ ҫынсемпе тӗл пултарса аслӑ ӑслӑлӑх тӗнчине илсе ҫитернӗ. Тӗп рольте - икӗ артист: ҫамрӑк чухнехи Бичурина Евгений Урдюков вылять, ватӑ чухнехи ролӗнче - Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев. 

 

Марина Карягина, Михаил Солин