Мӗн ӗлӗкренех ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксен чӗрисене ӑшӑтаканни юрӑ пулнӑ. "Катюша" вара уйрӑмах пурне те ҫывӑх. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене хавхалантарнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Ӑна тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май Халӑх фрончӗн регионти хастарӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем валли юрӑ саламӗ хатӗрлес тенӗ.
Михаил Исаковский ҫырнӑ сӑвва чӑвашла Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи куҫарнӑ. "Ку ӗҫе кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама пултартӑм, ҫакӑ "Катюша" юрӑ чуна ҫав тери ҫывӑх пулнипе ҫыхӑннӑ", - тет вӑл.
"Дуняша стайл" ушкӑнри артистсем Анастасия Батюкова, Наталья Яконина тата Татьяна Попова юрра чуна витӗрмелле, кӑмӑллӑн та хавхалануллӑн шӑрантарнӑ. "Nota G" ташӑ ушкӑнӗ те номере илем кӳнӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров