Ҫак ӗҫсене нумай пулмасть анчах скульптор ӑсталӑхне алла илнӗ маҫтӑрсем тунӑ. Пурте вӗсем Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе музыка факультетӗнче йӗркеленӗ скульпторсен курсне ҫӳренӗ. Хӑшӗ-пӗри паян та унтах.
Скульпторсен курсне программа тӑрӑх 72 сехете пайланӑ. Студентсем ытларах кану кунӗсенче пухӑнаҫҫӗ. Занятисем вӑтамран 2 уйӑх ҫурӑна тӑсӑлаҫҫӗ. Скульптура ӑсталӑхӗпе хӗрсе кайнӑскерсене ҫак тапхӑр малалла вӗренсе ӳнер анинче тухӑҫлӑрах ӗҫлеме хистет.
Куравра 13 авторӑн 30 ӗҫне тӑратнӑ. Вӑл йышра ытларах бюстсем. Ҫавӑн пекех чӑваш мифологийӗнчи сӑнарсемпе мухтавлӑ ентешсене халалланӑ скульптурӑсем пур. Ҫак композици вара куракана шухӑша ярать. Унта Донбасра националистсене хирӗҫ Совет Союзӗн ялавне ҫӗклесе тухнӑ вӑт хӗрарӑм сӑнарланнӑ. Ӑна Александр Невский тата ытти Руҫ паттӑрӗсем хӳтӗлеҫҫӗ. Кӳлепесене тепӗр курав илем хушать. Залсенче Вагиз Камалетдинов ӳнерҫӗн 100 ытла сӑрӑллӑ ӳкерчӗкӗпе паллашма пулать.
Скульпторсен куравӗ Туслӑх ҫуртӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшчен ӗҫлет. Кӑмӑл тӑвакан унпа тӳлевсӗрех паллашма пултарать.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов