Ӗлӗкрен ҫирӗпленнӗ йӗркепе республикӑра акатуйсем кӗрлеҫҫӗ

Республикӑра ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленчӗҫ. Ҫавна май тӗрлӗ тӑрӑхра Акатуй уявӗсем кӗрлеме пуҫларӗҫ. Чи малтанхи уяв Елчӗкре иртрӗ. 

Елчӗкри «Ырсамай» культурӑпа кану паркӗ ҫулсерен ҫур аки вӗҫленсен пин-пин ҫынна Акатуя пухать. Ял хӗрринчи илемлӗ айлӑм вырӑн ҫак уява ирттермелли ӑнӑҫлӑ лапам пулса тӑнӑ. Елчӗкре 68-мӗш хут иртекен ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне кӑҫал Халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Ӗлӗкрен ҫирӗпленнӗ йӗркепе Акатуй ялавне ҫӗклесе сцена ҫинче тӗрлӗ тытӑмра палӑрнисене чысласси кунта ҫирӗп йӑлара. Хӗпӗртемелли, чӑн та, самай. Иртнӗ ҫул елчӗксем рекордла нумай тыр-пул пухса кӗртнӗ. Кӑҫал вара ку тӑрӑхри ҫӗр ӗҫченӗсем республикӑра чи малтан ҫурхи акана вӗҫленӗ.

Уявра тӗрлӗ кӑтартупа малта пыракан хуҫалӑхсене палӑртрӗҫ. Вӗсенче вӑй хуракан ӗҫченсемпе ертӳҫисене ведомствӑн тав тата хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Ял ҫыннин тивӗҫне мухтаса муниципалитетри ырӑ улшӑнусене палӑртрӗҫ.

Туслӑхра пӗрле ӗҫлеме вӑй-хал паракан уявра халӑха ытти тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсемпе муниципалитет ертӳҫисем, ентешлӗх хастарӗсем саламларӗҫ.

Сцена ҫинче ятарлӑ ҫар операцине пулӑшакансене те тимлӗх турӗҫ, ятарлӑ медальсемпе чысларӗҫ. Спорт лапамӗсенче вара чӑннипех те хӗрӳ тупӑшусем иртрӗҫ.

Вӑйпитти ҫамрӑксем талпӑнсах кӗрешӳре, кире пуканне йӑтассинче тата йывӑр атлетикӑра ӑмӑртрӗҫ. Волейболла выляса халӑх  вӑййисенче вӑй виҫрӗҫ, ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче палӑрчӗҫ. Ҫапла, аслисем вӑйвиҫҫинче, ача-пӑча вара ҫӳллӗ батутсем ҫинче выляса савӑннӑ вӑхӑтра теприсем ипподромра лаша спортӗнче тупӑшрӗҫ вирхӗнсе ӑмӑртрӗҫ.

Акатуй-ярмӑрккӑсем хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатмаҫҫӗ-ха. Уяв сумӗ ҫулран-ҫул ӳссе кӑна пырать. Тӗрлӗ енчен пухӑнакан ентешсемшӗн вӑл пӗр-пӗрне курса савӑнмалли ырӑ пулӑм пулса тӑнӑ. Ырсамайри акатуйра та ватти-вӗтти мӗн каҫ пуличчен савӑнчӗ.

Алексей Енейкин