Элӗк тӑрӑхӗнчи татмӑшсем ял уявне паллӑ турӗҫ

Хастарсене чыслани, спорт ӑмӑртӑвӗ, кӑсӑклӑ курав тата, паллах, кӑмӑла ҫӗклекен юрӑ-ташӑ. Элӗк тӑрӑхӗнчи татмӑшсем ял уявӗ ирттерчӗҫ. Ӑна харӑсах темиҫе паллӑ пулӑма халалларӗҫ. 

Татмӑш ҫинчен архив докуменчӗсенче пӗрремӗш хут 4 ӗмӗре яхӑн каялла асӑннӑ. Владислав Дубинин таврапӗлӳҫӗ яла пуҫарса яракансем, Татмӑшри чи авалхи йӑхсем пирки каласа кӑтартрӗ. Ҫавсен йышӗнче паянхи ял хастарӗсем пулнине те палӑртрӗ вӑл. Хальхи вӑхӑтра Татмӑшра 230 ҫын пурӑнать.

Уява пуҫлама ялти хисеплӗ ҫын Николай Никифоров Татмӑш ҫӗрӗпе шывӗнчен пехил ыйтрӗ. Несӗлсене асӑнса пуҫ тайрӗ, малалла аталанма пулӑшса пырӑр, терӗ. 

Ку тӑрӑхри халӑх яланах ӗҫченлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-60-мӗш ҫулӗсенче 21 ҫемьере ҫӑм атӑ йӑваланӑ. Ӑна Кӗмер, Курган, Челябинск, Красноярск тӑрӑхӗсене ӑсатнӑ. Тӗрлӗ ҫеткӑ та ҫыхнӑ кунта. Ытти ӗҫпе те палӑрса тӑнӑ татмӑшсем. Паян вара ял ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене май ҫитнӗ таран пулӑшса пыраҫҫӗ. Ҫакна республикӑн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова та палӑртрӗ. Ялти 15 хастара тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ. Элӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе те саламсем пулчӗҫ. Ял старости Геннадий Никифоров вара тӗрлӗ ӗҫе хастар хутшӑнакансене парнесемпе хавхалантарчӗ.

Уява харӑсах темиҫе пулӑма халалларӗҫ: Чӑваш автономийӗ 105 ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тата вырӑнти краевед, халӑх академикӗ Александр Ананьев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине. Программа пуян пулчӗ. Вӑл шутра шахмат енӗпе "Атӑк ҫӑлӗ" ҫут ҫанталӑк паркӗн кубокне ҫӗнсе илессишӗн чемпионат иртрӗ. Спорт лапамне пухӑннисем 7 тур вылярӗҫ. Юнашарах ӗлӗкхи вӑхӑта тавӑракан курав йӗркеленӗ. Кунта кил-ҫурт таврашӗнче усӑ курнӑ япаласене, археологи хатӗрӗсене курма пулчӗ. Ачасем валли тӗрлӗ вӑйӑ лапамӗсем хатӗрленӗ. Уява килнисене шӳрпепе сӑйларӗҫ. Юрӑ-ташӑ вара кашнин кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Диана Иванова, Николай Семенов