Елчӗкри Культура ҫуртӗнче Олег Мустаев ҫинчен ӳкернӗ документлӑ фильма пӑхса хак пачӗҫ

Унӑн авторӗ - пирӗн ӗҫтеш Марина Карягина. Вӗри кӑмӑллӑ хастар Ульяновск таврашӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл премийӗн лауреачӗ халӑх умӗнчи пархатарлӑ ӗҫӗшӗн нумай чыса тивӗҫнӗ.

Олег Мустаев ҫинчен документлӑ фильм-портрет ӳкерес ӗҫе унӑн хастар ентешӗсем пуҫарнӑ, нимелле пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫавӑнпах пӗрремӗш хут Елчӗкре кӑтартас терӗҫ. Фильма Чӗмпӗрти чӑвашсен лидерӗ ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрлесе ҫитернӗ, ятарласа Асӑну каҫӗнче хӑтлав ирттерчӗҫ. Ӑна Олег Мустаев ҫуралса ӳснӗ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче, Елчӗкре, Ульяновск хулинче, Шупашкарта ӳкернӗ. 

"Хӗвеле ҫӗнӗрен ҫӗклекенсем" шӑпах - 90-мӗш ҫулсенче пӗве кӗрсе ар пулнисем. Олег Мустаева та ҫак вӑхӑтшӑн ӳссе ҫитӗнме пӳрнӗ. Ҫартан таврӑнсан вӑл Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче, чӑваш уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ. Олег Мустаев чӗринче ҫуннӑ вутран тивсе юлнӑ юлташӗсен йышӗнче - аслӑ шкулта пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсене пӗрле хутшӑннӑ Вячеслав Трофимов та.

Хӗрӳ чӗреллӗ ҫамрӑка 1989-мӗш ҫулта Чӗмпӗр телевидийӗнче уҫӑлакан "Еткер" чӑвашла кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ пулма сӗннӗ. Ҫав хушӑрах Олег Николаевич Ульяновск облаҫӗнче Чӑвашсен ыркӑмӑллӑх фондне йӗркеленӗ, "Наци ялӗ" комплексра "Чӑваш картишӗ" уҫма пултарнӑ. 2017-мӗш ҫултанпа вӑл Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗччӗ. Ульяновскри Олег Мустаев ертсе пыракан чӑваш наципе культура автономийӗ ҫав тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсене пӗрле пуҫтарса, тӑван халӑх аталанӑвӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫлекен 23 уйрӑм чӑмӑртама май ҫитернӗ. Олег Николаевичӑн ҫыхӑну йӗркелес пултарулӑхӗ те пысӑкчӗ, унӑн витӗмлӗ сӑмахне пурте хисепленӗ. Чӗмпӗр чӑвашӗсем вӑл ертсе пынипе 30 хут ытла Акатуй ирттерме вӑй-хал ҫитернӗ, икӗ регионӑн Пуҫлӑхӗ те, министрӗсем те Олег Николаевичпа кашни уявра юнашарччӗ.

Фильм хӑтлавне хутшӑнакансем Олег Мустаевӑн вилтӑпри патӗнче те пулчӗҫ, тӑван халӑха чӑмӑртас тӗллевпе тунӑ пархатарлӑ ӗҫӗсемшӗн тав туса пуҫ тайрӗҫ.

Тума палӑртнӑ ӗҫӗ нумайччӗ 56-ри вӑйпитти хастарӑн. Иван Яковлев Халалне асра тытса "Эпир туса пӗтерейменнине эсир туса пӗтерӗр" тетчӗ Олег Мустаев. Ҫак пехил ҫамрӑк ӑру патне ҫиттӗр тесе ӳкернӗ те "Кӑвар чӗре" фильма.