Каркаларсем ҫак куна ҫулсерен ял уявӗ евӗр ирттереҫҫӗ. Авалтан пыракан йӑлана упраса ваттисене сума сӑваҫҫӗ. Халӑхпа пӗрле карталанса ҫамрӑксем ӗлӗкрен мӗнле вӑййа тухнине туса кӑтартаҫҫӗ. Уяв йӑлине кунта 10 ҫул каялла чӗртсе тӑратнӑ. Ӑна халӗ ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Краснов сӑвӑҫа халалласа ирттереҫҫӗ.
Николай Иванович чылай паллӑ юрӑ авторӗ тата хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор пулнӑ. Кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти 2013-мӗш ҫулта вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫавах та, унӑн хайлавӗсем яланах халӑх асӗнче. Ял-йышшӑн вара ҫак уяв - чӑн-чӑн хавхалану саманчӗ. Каркаларсен уявне Елчӗк тӑрӑхӗнчи ытти ялсемпе Каҫал енчен ҫитнӗ хӑнасем те илемлетрӗҫ.
Алексей Енейкин