Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Петӗр Пупин скульптор 70 ҫул тултарчӗ

Ҫавра ҫулне халалласа вӑл хӑйӗн мастерскойӗнче ятарлӑ курав уҫрӗ.

Ҫуралнӑ кун Петр Степанович иртенпех хӑна-вӗрле йышӑнчӗ. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ ӑсталӑх лаҫҫинче тус-юлташӗсемпе курнӑҫса калаҫма вырӑн ҫителӗклӗ. Хӑтлӑ пӳлӗмсемпе залсенче ӗҫлеме те, канма та пулать. Кунтан вӑл пӗр тухмасӑр тӗрлӗрен кӳлепе калӑплама хатӗр. Унамалли тӑм та, ытти кирлӗ хатӗр-хӗтӗр те ал айӗнчех. Мастерскойпа паллашакан хӑйне ӳнер галерейине лекнӗ пекех туять. Ҫӳлӗксем ҫинче мӗнле кӑна композици ҫук пуль. Пурте вӗсем хусканура: утаҫҫӗ, вирхӗнсе чупаҫҫӗ е мӗн те пулин ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене хӑйнеевӗрлӗ чӗрӗлӗх парать. Уйрӑмах ама ҫынсене - Амазонкӑсене халалланӑ композици чылай. Кунтах Петр Пупин ҫавра ҫулне халалласа курав йӗркеленӗ. Унта скульпторӑн тус-юлташӗсемпе Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисене халалланӑ бюстсемпе паллашма пулать.

Алексей Енейкин