Ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ произведени

Сӑрпа Хусан хутӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ пӗрремӗш оперӑна кӑҫал кӗркунне кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Унӑн авторӗ - Раҫҫей халӑх артисчӗ, Петр Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи кафедра ертӳҫи, Александр Чайковский композитор. Хатӗр партитурӑпа вӑл Республика Пуҫлӑхне Олег Николаева паллаштарчӗ. 

Ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ опера ҫырас ӗҫе Александр Чайковский иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче тытӑннӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш Ене пӗрремӗш хут килсе кайнӑ. Хальхинче Раҫҫей халӑх артисчӗ пулас произведени сюжечӗпе паллаштарчӗ. Оперӑри ӗҫ-пуҫ пӗтӗмпех пӗр ялта, 1941-мӗш ҫулта пулса иртет. Унти сӑнарсене шутласа кӑларман - чӑн пурнӑҫран илнӗ. Либреттӑна Дмитрий Макаров ҫырнӑ. Ҫавна май вӑл архиври документсене нумай тӗпченӗ. Ялти хӗрпе Людмилӑпа Николай лейтенант пӗр-пӗрне килӗштерсе пӑрахаҫҫӗ. Ҫав нушаллӑ вӑхӑтра та хӗрӳ туйӑмсем ҫуралма пултарнӑ. Ытти сӑнарсем йышӗнче: Гриша - нимӗҫ чӗлхи вӗрентекенӗ, унӑн амӑшӗ. Ҫавӑн пекех Маргопа Борис - вӗсен историйӗ те куракана самай тыткӑнлама пултарать. Ҫӗнӗ спектакле кӗркунне Максим Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртаҫҫӗ. Унччен маларах ҫак хайлаври сыпӑксене Ҫӗнтерӳ кунӗнче тата Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене халалланӑ мемориала уҫнӑ вӑхӑтра хаклама пулӗ. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров