Драматургин теорийӗпе практикине ӑша хыврӗҫ

Республикӑра театр ӳнерне аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шупашкарта "Драматургин теорийӗпе практики" ятпа ҫичӗ кунлӑх семинар иртрӗ. Чӑваш Ен ертӳҫин пуҫарӑвӗпе культура министерстви, Театр ӗҫченӗсен союзӗ тата культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленӗ лабораторие Раҫҫейри паллӑ маҫтӑрсене чӗнсе илнӗ.

Кун пек чухне "мехел ҫитрӗ" тес килет: халӑхра чӑвашла спектакльсем курас кӑмӑл ҫӗнӗрен вӑранчӗ, пирӗн тӗрлӗ жанрпа ӗҫлекен темиҫе патшалӑх театрӗ те пур, апла наци кадрӗсене хатӗрлеме вӑхӑт. Куракана ытларах паянхи вӑхӑтра пулса иртекен ӗҫ-пуҫ интереслентерет, постановка иртнӗлӗхпе ҫыхӑннӑ тӑк, юлашки вӑхӑтра вӑл хамӑр халӑхӑн кун-ҫулӗ ҫинчен пулсан уйрӑмах кӑсӑклантарни палӑрчӗ. Сцена ӳнерӗн чаршав хыҫӗнчи тӗпелне те аван пӗлекен Сергей Павлов, республикӑри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи, тӗп хулари канашлуран ҫак пархатарлӑ шухӑшпа таврӑннӑ.

Ҫакна палӑртмалла: театр халӑхпа куҫа-куҫӑн, чуна уҫса калаҫма май паракан ӳнер тӗсӗ пулнине шута илсе, культура министерстви ачасем пӗчӗкрен ҫак искусство енне туртӑнччӑр тесе тимлет, шкул студийӗсем хушшинче ҫуллен "Асам" фестиваль ирттерет, пӗлтӗр ултӑ ҫамрӑка Мускаври Щукин ячӗллӗ театр институтне вӗренме ячӗ. Драматургсем хушшинче кашни виҫӗ ҫулта йӗркелекен ӑмӑртӑвӑн та усси пысӑк.

Драматургсен ӑмӑртӑвӗнче хальхинче пӗчӗккисем валли хайланӑ юмахпа Александр Пӑртта, ҫитӗннисем валли ҫырнӑ пьесӑпа Владислав Николаев мала тухнӑччӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем те пӗлӳ ҫитменнине туяҫҫӗ, кун пек семинара тахҫанах кӗтнӗ, теҫҫӗ.

"Шалта ним те ыратмасан, драматург куракан чун-чӗрине нимпе те хускатма пултараймасть" - тет Ӗпхӳри ӳнер институчӗн ректорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ильмар Альмухаметов. Валентина Фёдоровӑпа Ольга Мухина экспертсем драматург хальхи театр валли паянхи кун варкӑшне кӗртсе, куракан мӗнле йышӑнасса туйса, ҫитӗнекен ӑрушӑн усӑллӑ пӗлӳ парса ҫырма тивӗҫ тесе палӑртрӗҫ.

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче семинар хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсасшӑн. Экспертсем ҫак проекта хутшӑнакансен ҫӗнӗ пьесисене тишкерсе хак парӗҫ, фэнтези, мистикӑлла драма, мюзиклпа оперетта ҫырма хӑнӑхтарӗҫ, искусствӑллӑ интеллектпа усӑ курса пьеса хайлас ыйтӑва та пӑхса тухӗҫ. 

Виҫӗ ҫул ҫапла тапхӑрӑн-тапхӑрӑн вӗреннӗ хыҫҫӑн унта ҫӳрекенсене драматурги енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен сертификат парӗҫ.

Марина Карягина, Дарья Паскарюк, Виктор Степанов