Ҫыравҫӑ ӗҫӗ - халӑха чун апачӗпе тивӗҫтересси

Паянхи чӑваш прози: мӗнлерех вӑл? Наци библиотекинче ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑннӑ ҫыравҫӑсем хальхи вулакан мӗнлерех повӗҫ-калав кӗтни ҫинчен калаҫрӗҫ, чӑваш прозин аталану ҫул-йӗрне палӑртрӗҫ.

Писательсен союзӗ ҫавра сӗтел хушшине ларса калаҫма наци библиотекине гуманитари институчӗн, "Тӑван Атӑл" журналӑн, икӗ университетри филологи факультечӗсен тата Кӗнеке издательствин ӗҫченӗсене йыхравланӑ. Ҫыравҫӑсен пӗрле сӳтсе явмалли ыйтусем тахҫанах пуҫтарӑнса ҫитнӗ ӗнтӗ. Паянхи кун республикӑра ҫыравҫӑсен икӗ союз. Йышӗпе нумайӑн, пахалӑхӗ - тивӗҫтермест. Хальхи лару-тӑрупа ҫырлахманни ҫапла пухӑнса калаҫма хистенӗ те. Ҫыравҫӑ ӗҫӗ - шалу илсе тӑмалли май мар, халӑха чун апачӗпе тивӗҫтерни: ыттисемпе тан уйрӑм наци пек аталанса пурӑнас тетпӗр пулсан, вулакан чун-чӗрипе ӑс-тӑнне тӑван чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсем сывлӑш пек кирлӗ. 

Марина Карягина, Димитрий Макаров