Пӗр тапхӑр Мускавра пурӑннӑ Александр Таймаскин темиҫе ҫул каялла несӗлсен ҫӗрӗ ҫине, Муркаш тӑрӑхне, куҫса килсе йӑва ҫавӑрнӑ Икӗ аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ арҫын кунта эмел курӑкӗ ҫитӗнтерме 5 гектар ҫӗр илсе вӗллесем лартнӑ. Паянхи этем чун тӗрекне ҫухатнӑ, Александра та ӑрӑва аталанма вӑй парса тӑракан пил, пехил хӑвачӗ интереслентерет. Вӑл халь ҫине тӑрсах чӑвашла вӗренет. Чӑн ҫӗре кайнӑ ваттисемпе ҫыхӑну татас мар тесе, Александр Алексей Исаев скульптора хӑйӗн хуҫалӑхӗнче юпа - "Ҫӳлти хӑват" композици - ларттарнӑ. Чӳк йӑлине те вӑл чунӗ ыйтнипе ирттерме шут тытнӑ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков