Ҫурла уйӑхӗ пирӗн регионти культура тытӑмӗшӗн уйрӑмах тухӑҫлӑ

Ҫакна Мускавра иртнӗ "Русское поле" фестивальтен республика чысне тивӗҫлӗ шайра хӳтӗлесе ҫитӗнӳпе таврӑнни те, театрсенче ҫӗнӗ сезон вӑй илсе пыни те, Питӗрте иртекен Чӑваш Ен кунӗсене тӗплӗн хатӗрленни те ҫирӗплетет. 

"Русское поле" фестиваль кӑҫалхипе 15-мӗш хут иртнӗ. Хальхинче хӑнасене Ҫӗнтерӳ паркӗнче йышӑннӑ. Уява Раҫҫейри 62 регионтан наци хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан ансамбльсем, ал ӗҫ ӑстисем, апат-ҫимӗҫ предприятийӗсем ҫитнӗ. 156 пин ҫын пырса курнӑ фестивальте пирӗн "Суварята" ушкӑн темиҫе лапамра пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Артистсем те пухӑннисене савӑк кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ. "Укӑлча" ансамбль анат енчи чӑвашсен туй йӑлине кӑтартса фестивальте 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тепӗр ҫӗнтерӳҫӗ - Екатерина Малинина дизайнер. "Хитре" этнобренд авторӗ "Асанне арчи" коллекципе тӗлӗнтернӗ. 

Республикӑри театрсем вара ҫӗнӗ сезон тӗлне премьерӑсем хатӗрлеҫҫӗ. 

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем ҫӗнӗ сезонта пӗрремӗш хут "Нарспи" кӑтартӗҫ. Сӑмах май, культура учрежденийӗсен кӑҫалхи репертуарӗнче чӑвашлӑха пысӑк тимлӗх уйӑрни палӑрӗ. Вырӑс драма театрӗ "Пушкин картти" проектпа ҫине тӑрса ӗҫленӗ май шкул программинчи хайлавсене кӑҫал та сцена ҫине ытларах кӑларма палӑртнӑ. 

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ йӑхташсем ыйтнипе кӑҫал Питӗрте те чӑвашсен уявне ирттерме палӑртнӑ. Малтанласа культура кунӗсем тесе йышӑннӑ пулсан ҫак шухӑш Чӑваш Ен кунӗсем таран ӳснӗ. Ҫурлан 27-28-мӗшӗнче иртекен уявра медицина, вӗренӳ, культура, ытти тытӑмра пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳсем тумалла. Питӗрте 2 кун пыракан уяв кӑмӑллӑ та тухӑҫлӑ иртмелле. 

Алиса Александрова, Денис Афанасьев, Игорь Ульянов.