Вӗсенчен чылайӑшӗ ҫемье архивӗсенче типтерлӗн упранаҫҫӗ. Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра пурӑнакан Нина Терентьеван килӗнче те паха ӳкерчӗксем пӗчӗк курав йӗркелемеллӗх пур.
Нина Терентьева мӑшӑрӗ Виктор ӑсталанӑ гравюрӑсене нумай ҫул типтерлӗн упраса пурӑнать. "Вӗсенче 70-мӗш ҫулсенчи Шупашкарӑн чунӗ, пирӗн ҫамрӑклах," - тет. Виктор Терентьев Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра ҫак картинӑсене диплом ӗҫӗ валли тунӑ. Вӗсем ҫинче - Шупашкарӑн илемлӗ кӗтесӗсем. Халӗ вӗсене палласа илме те ҫӑмӑл мар. Диплом ӗҫне Виктор Терентьев ҫур ҫула яхӑн тунӑ. Пӗтӗмпе 20-е яхӑн тӗрлӗ гравюра хатӗрленӗ. Картинӑсем Нина Терентьевана темиҫе ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ мӑшӑрне ӑшшӑн аса илтереҫҫӗ, ҫамрӑклӑха илсе ҫитереҫҫӗ.
Елена Дмитриева, Святослав Петров