Тӗнче шайӗнчи этника музыкин фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи, юлашки ҫулсенче Ӗпхӳре "Мысафир", Питӗрте "Добровидение", Улан-Удэре "Золотой голос Байкала", Екатеринбургра "Урал мюзик" форумсенче палӑрнӑ "Дива" ушкӑн хальхинче Мускав хӑнисене чӑваш халӑх юррисемпе килентерчӗ. Проект авторӗ - Руслан Соловьёв мусӑкҫӑ, композитор, юрӑҫ.
Куракансем концерт пуҫлансанах чун-чӗрене ярса илсе ҫупӑрлакан сассен тыткӑнне лекрӗҫ: ахальтен "Тӗлӗнтермӗш" тесе ят паман хӑйсен проектне ушкӑна йӗркелекенсем. Ҫак юрӑсен сӑмахӗсене кашни чӑваша ачаран паллӑ, анчах вӗсене джазпа регги, флейта, волторна, гитара, саксофон ҫӗнӗ сӗм кӳнӗ. Пирӗн мӑн асатте-асаннесемех юрланӑ рекрут, вӑйӑ, кӗреке, юрату юррисем паянхи итлекеншӗн ытла та ҫывӑх та ӑнланмалла пулса тухнӑ.
Ушкӑнра - Мускаври профессионал мусӑкҫисем. Хӑйсен пуҫарӑвӗпе киленсе ӗҫлекенсем ҫумне пӗр шухӑшлӑ пултарулӑх ҫыннисем туртӑнма тытӑннӑ. Проект ҫурални 5 ҫула яхӑн кӑна-ха, ҫапах "Дива" пӗтӗм тӗнчери темиҫе ӑмӑртура ҫӗнтерме ӗлкӗрнӗ. Пӗрремӗш юрӑ пуххинех тӗнчери чи лайӑх 40 альбом йышне кӗртнӗ. "Пирӗн тымарсем - ялта, пире авалхи тӑван культура малалла ӳсме сӗткен хӑватне парса тӑрать", - тет Руслан Соловьёв.
Пӗчӗкрен тӑван кӗвӗ-ҫемӗ енне туртӑннӑ хулара ӳснӗ чӑваш ачин чӗри, тахҫанах чуна тивекен юрӑсен пуххине кӑларас килнӗ. Пӗр тӗвӗленнӗ ӗмӗт пурнӑҫа кӗнӗ. Халь "Дива" пире концертсерен тӗлӗнтернӗҫем тӗлӗнтерет, тӗрлӗ ҫӗрте чӑваш юрӑ ӳнерӗн элчи пулса тӑчӗ вӑл.
"Хамӑрӑн несӗлсен ҫулӗпе утсан кӑна эпир - вӑйлӑ, хӑйнеевӗрлӗ, аслӑ тӗнчешӗн те кӑсӑклӑ", - тет Руслан. Ушкӑн малашне чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра авалхи салтак юррисемпе уйрӑм альбом кӑларасшӑн.
Марина Карягина